Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Инкеклӗ лару-тӑру министерстви

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Чартак ялӗнче ачасем чутах ватӑ ҫыннӑн ҫуртне ҫунтарса яман. Юрать, Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара хӑвӑртах сӳнтерме май килнӗ.

Кӑнтӑрла иртни 1 сехет тӗлӗнче Чартак ялӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен пушара часах сӳнтернӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн мӑнукӗ тусӗпе мачча тӑррине хӑпарса кайнӑ та унти пӑчкӑ кӗрпине шӑрпӑкпа чӗртнӗ.

Ҫак кунах Ҫӗнӗ Шупашкарта та пушар пулнӑ. Винокуров урамӗнчи пӗр лавккара ирхи 6 сехетре ҫулӑм тухнӑ. Ҫулӑм морозильнике сиенлетнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Большое радио» тунӑ сӑн
«Большое радио» тунӑ сӑн

Паян, ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫӗрле Ҫӗмӗрле хулинче ҫӑлавҫӑсем ҫунакан виҫӗ автомашинӑна сӳнтернӗ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра «Renault Sandero», «Renault Duster» тата «Chevrolet NIVA» маркӑллӑ машинӑсем ҫунма пуҫланӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак машинӑсем Щербаков урамӗнчи 63-мӗш ҫурт картишӗнче ларнӑ. Пушарнӑйсем ҫунакан «тимӗр утсене» часах сӳнтернӗ. Ҫапах машинӑсем самаях сиенленме ӗлкӗрнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «тимӗр урхамахсене» такам чӗртсе яма пултарнӑ. Халӗ специалистсен чӑн сӑлтавне палӑртма тивӗ.

 

Паян Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр дачӑра пушар алхаснӑ. Ҫулӑм тухнине кӑнтӑрла асӑрханӑ.

«Ҫулӑм малтан пӗр ҫуртра алхасатчӗ, анчах вӑл кӳршӗ пӳртсене хӑвӑртах ҫитрӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кинемей ҫӳп-ҫап е типӗ курӑк ҫунтарнӑ, асӑрхаса ӗлкӗреймен. Ҫапла пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ», - пӗлтернӗ «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ.

Пушар мӗнле сӑлтава пула тухнине Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем тӗпчеҫҫӗ. Ведомство асӑрханулӑх пирки тепӗр хутчен аса илтерет. Ҫуркунне ҫынсем тавралӑха тирпейлеҫҫӗ. Чылайӑшӗ типӗ курӑка пуҫтарса тӑпра айне тӑвас вырӑнне ӑна ҫунтарать. Кун пек чухне пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56797
 

Хулара

Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗхсем пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтерсех тӑратпӑр. Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта кунашкал тӗслӗх пулнӑ.

Спутник хулара та типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫулӑм паян, ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 13 сехет те 15 минутра хулари масар ҫывӑхӗнче ялкӑшма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Такамсем Шуршӑл тӑкӑрлӑкӗнчи типӗ курӑка чӗртсе янӑ. Ҫулӑм часах сарӑлнӑ, хула масарӗ ҫине те ҫитнӗ.

«Хӗл хыҫҫӑн масар ҫине пӑхма килтӗм. Ун чух курӑк ҫунатчӗ ӗнтӗ, унта 15 минут пултӑм. Инкеклӗ лару-тӑру министерствине шӑнкӑравласа пӗлтертӗм. Эпӗ пӗлтеричченех курӑк ҫунни пирки хыпарланӑ-мӗн», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56630
 

Республикӑра

«Республикӑра пурӑнакан хисеплӗ ҫынсем! Кӑвайт ан чӗртӗр, ҫӳп-ҫап, каяш, кил-ҫурт ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ан ҫунтарӑр. Автомобиль чӳречисенчен сӳнтермен пирус тӗпӗ, шӑрпӑк ан пӑрахӑр. Вӑрманта, ялсенче пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнӑр», - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Сӑлтавӗ пур. Халӗ ҫынсем типӗ курӑк ҫунтараҫҫӗ. Ку вара хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ку таранччен ведомство специалисчӗсем типӗ курӑк сӳнтерме 20 хутчен ҫитнӗ. Вӗсем ятарласа рейд та ирттереҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене тупса палӑртсан явап тыттараҫҫӗ.

Типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн 6 ҫынна явап тыттарнӑ ӗнтӗ. Куншӑн ахаль ҫынсен – 2-3 пин, должноҫри ҫынсен 6-15 пин, юридици пӗлӗвӗсӗр услам тӑвакансен – 20-30 пин, юридици сӑпачӗсен 150-200 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/56606
 

Республикӑра

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви кӑҫал ейӳ ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче сарӑлма пултарасси пирки асӑрхаттарать. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, Улатӑр хулинче, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Елчӗк районӗсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур. Асӑннӑ тӑрӑхсенче 9 ялти 330 ҫурта, 3 автоҫула шыв илме пултарать.

Синоптиксем лӑплантараҫҫӗ: кӑҫал ейӳ лӑпкӑ иртмелле. Юрта нӳрӗк нумай пулсан та пур ҫӗрте те тенӗ пекех ҫӗр 36 сантиметртан тарӑнрах шӑнман. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, икӗ хут пӗчӗкрех.

Кӑнтӑр енчи районсенче лару-тӑру лӑпках-ха. Пӑла юханшывӗнче пӑр тапраннӑ, унти шыв шайӗ майӗпен пӗчӗкленет. Ҫӑлавҫӑсем те сыхӑ тӑраҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак ялӗнче шкул йӑтӑнса аннӑ. Юрать, инкек вӑхӑтӗнче шалта никам та пулман, ҫавӑнпа никам та шар курман. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.

Ку пӑтӑрмах паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, пулнӑ. Аслӑ Чакри шкулӑн пӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. «Юрать, шкул ишӗлсе аннӑ вӑхӑтра шалта никам та пулман», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ хаҫат ӗҫченӗсене.

Палӑртмалла: шкула 1974 ҫулта хута янӑ. Инкек вырӑнӗнче Инкеклӗ лару-тӑру министерствин тата Вӑрмар районӗнчи васкавлӑ служба специалисчӗсем ӗҫлеҫҫӗ, шкул мӗншӗн ишӗлсе аннине уҫӑмлатаҫҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55763
 

Республикӑра

Ҫурҫӗр Осетинчи дальнобойщика, Чӑваш Ен урлӑ кайма тухнӑскере, Патшалӑх автоинспекцийӗн тата Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем тем пек тӑрӑшсан та халӗ те пулӑшаймаҫҫӗ. Водитель фурӑпа кювета чӑмнӑ.

Комсомольски районӗнчи полицейскисем халӗ ятарлӑ техника шыраҫҫӗ. Фурӑна туртса кӑларма хӑтланнине видео ӳкерсе ҪҪХПИн Инстаграмри страницине вырнаҫтарнӑ. Паянхи видеора трактор пысӑк транспорта туртать, анчах кӑлӑхах.

Водителе фурӑна пушатма сӗннӗ – капла транспорт ҫӑмӑлланать. Анчах Ҫурҫӗр Осети ҫынни хирӗҫленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55573
 

Страницӑсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, [15]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ĕçсене татса пама лайăх тапхăр. Çывăхри çын сирĕн лару-тăру йĕркеллех тесе ĕнентерĕ. Ахăртнех, хастартарах пулсан лару-тăрăва йĕркелесе яратăр. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан ыйтусем çивĕчленсе пырĕç кăна.

Ҫу, 15

1881
143
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
134
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
107
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
96
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
68
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
36
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын